4157 | Ӳт ыйӑхра, сисӗм хуралта. | Чун — Ӳт-пӳ |
4161 | Ӳт-пӳ сывлӑхӗ мулран хаклӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4162 | Ӳт-пӳ чӑлах пулсан та чуну тӳрӗ пултӑр. | Чун — Ӳт-пӳ |
4158 | Ӳтлӗ ҫуралакан ҫылӑхсӑр пулмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4159 | Ӳтпе мар, чунпа типӗ тыт. | Чун — Ӳт-пӳ |
4160 | Ӳтпе юн пӗрех. | Чун — Ӳт-пӳ |
4163 | Ӳтри хӗрӳ пӗтсен вучах та ӑшӑтас ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
4164 | Ӳтри хӗрӳ пӗтсен хӗр шухӑшӗ сӳнет вара. | Чун — Ӳт-пӳ |
4165 | Ӳтсем тӗрлӗ те, чунсем пӗр. | Чун — Ӳт-пӳ |
4166 | Ӳтсӗр питре илем ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
4167 | Хура чун хӗвел ҫутинчен пытанать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4168 | Хура чунлӑ ҫыннӑн ӑш-чикне хурт ҫиет. | Чун — Ӳт-пӳ |
4169 | Хырӑм тӗкӗр мар, витӗр курӑнмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4170 | Чӗмпӗр енче чӗн хаклӑ, ҫут тӗнчере чун хаклӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4171 | Чӗмпӗр хулинче чӗн хаклӑ, пирӗн енче чун хаклӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4172 | Чӗре арча мар, кашни ҫын умӗнче уҫма ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
4173 | Чӗре вырӑнта мар чухне тӗнче те вырӑнта мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
4174 | Чӗре сисет теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4175 | Чӗре суранӗн ҫӗвви юлать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4176 | Чӗре суранне ӳпке пӗлмест. | Чун — Ӳт-пӳ |
4177 | Чӗре сурилӗх пулсан чӗре тапма чарӑнмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4178 | Чӗре ҫинче мӗн, чӗлхе ҫинче ҫав. | Чун — Ӳт-пӳ |
4179 | Чӗре ҫинче чул ан тыт. | Чун — Ӳт-пӳ |
4180 | Чӗре ҫумӗнче пӑр тытни аван мар. | Чун — Ӳт-пӳ |
4182 | Чӗре ҫунать те, ҫулӑм тухни курӑнмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4181 | Чӗре тапсан чун пулать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4183 | Чӗре те ялан пӗр тикӗс тапмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4184 | Чӗре хуйхи вӑя сӑхать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4185 | Чӗре чӗре те, чӗресӗр этем те тӗл пулать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4186 | Чӗре ырӑ мар пуласса туять теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4187 | Чӗрене хирӗҫ пыраймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
4188 | Чӗрепе юраймасан сӑн хитрипе юраймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
4189 | Чӗрере шӑши юнӗ пулсан кушак чунӗ пулӑшмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4190 | Чӗресӗр чечек те чӗртеймӗн. | Чун — Ӳт-пӳ |
4191 | Чӗрӗ чун виличченех малалла. | Чун — Ӳт-пӳ |
4192 | Чӗрӗ шӑмӑ ӳтленет. | Чун — Ӳт-пӳ |
4193 | Чонсӑр тӗнче ҫок. | Чун — Ӳт-пӳ |
4194 | Чул пек йывӑр чун асапӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4195 | Чул пек ҫынран йӗп те тухас ҫук. | Чун — Ӳт-пӳ |
4196 | Чул ҫуртра пурӑнаканӑн чунӗ те чулланать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4198 | Чул чӗреллӗ ҫын ҫу ҫисен те ҫемҫелмест. | Чун — Ӳт-пӳ |
4199 | Чул чӗреллӗ этем ҫынна чухламасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4197 | Чулхулара чул хаклӑ, ҫут тӗнчере чун хаклӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4200 | Чун асапӗ вӗҫӗмсер тӑсӑлма пултараймасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4201 | Чун вилмесӗр ӳт вилмест. | Чун — Ӳт-пӳ |
4203 | Чун вырӑнне чун хушӑнать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4202 | Чун вырӑнне чун, пӳ вырӑнне пӳ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4204 | Чун канӑҫӗ пулмасан ҫӑпата та хуҫаймӑн. | Чун — Ӳт-пӳ |
4205 | Чун канле юратать, пыр тутла юратать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4206 | Чун кӗрсен чул та вырӑнтан хускалать. | Чун — Ӳт-пӳ |